Чӑваш чӗлхи
Александра Прокопьева «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2018» акцин сӑн-сӑпачӗ пулма И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студенткине Александра Прокопьевӑна суйланӑ. Кун пирки Чӑваш халӑх сайтне диктанта хатӗрлекен йышӑну комиссийӗн пайташӗсем пӗлтерчӗҫ. Александра Прокопьева асӑннӑ университетӑн чӑваш тата вырӑс филологи факультечӗн 5-мӗш курс студентки. Вӑл Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑш ялӗнче ҫӗртмен 7-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Гороскоппа — йӗкӗреш. Александра ячӗ пирӗн сайтра та пӗрре тухнӑччӗ — виҫӗмҫул вӑл чӑваш чӗлхине тӗпчесе «ЮНЭКО» форумра ҫӗнтернӗччӗ. Ҫавӑн пекех асӑнса хӑварас пулать: Тӑрмӑш хӗрӗ 2017 ҫулта Шупашкарта иртнӗ «Аслӑ Атӑл ҫамрӑклӑхӗ» конференци-фестивальте те палӑрнӑ. Пӗлтӗр ку тивӗҫе пурнӑҫлама наци радиовӗн дикторне Мария Самделовӑна суйланӑччӗ. |
Чӑваш чӗлхи
«Тусӑмсем, сире валли кӑштах пуҫа ватмалли тӗслӗх... Ҫак кунсенче мӗн пур чӑваш тӗнчи чӑваш чӗлхи уявне паллӑ тума хатӗрленет... Вӑт ҫапла хисеплетпӗр эпир тӑван чӗлхене!!!», — тесе ҫырнӑ Фейсбукра Альбина Юрату сӑвӑҫ. Хӑйӗн сӑмахне ҫирӗплетме вӑл йыхрав хутне вырнаҫтарнӑ. Сӑмахӗ унта илемлӗ вулакансен СССР халӑх артистки Вера Кузьмина ячӗллӗ регионсем хушшинчи конкурсӗ пирки пырать. Ӑна Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствипе Халӑх пултарулӑхӗн республикӑри центрӗ ирттерет иккен. Альбина Юрату йыхраври йӑнӑшсене ручкӑпа чӗрмеленӗ те сӑн ӳкерсе тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцие кӑҫал та ирттерӗҫ. Вӑл яланхилле чӑваш чӗлхи кунӗнче, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пулӗ. Текста радиопа вуласа парӗҫ, ятарласа хатӗрленӗ аудиторисенче ҫырма май пулӗ. Йӗркелӳ комитечӗ паян пухӑнса тӗрлӗ ыйтусене сӳтсе яврӗ. Вӗсен йышӗнче: диктант текстне ҫирӗплетесси, радио эфирӗнче текста кам вулассине палӑртасси тата ыттисем. Чи пӗлтерӗшлисенчен диктант текстне суйласси пулчӗ. Йӗркелӳ комитетне пурӗ ҫичӗ текст ярса панӑ. Кунта Иван Яковлев пурнӑҫӗпе ҫыхӑннисем те, чӑвашлӑха ҫутатакансем те пулчӗҫ. Чӑваш чӗлхине халалланӑ икӗ текст пулчӗ: пӗри Г. Ефимовӑн «Сӑнарлӑ чӗлхемӗр — тӑван чӗлхе», тепри — Александр Артемьевӑн прозӑлла сӑвви. Йӗркелӳ комитечӗ «Салампи» авторӗн текстне суйларӗ. |
Сумлӑ сӑмах
Чӑваш чӗлхи
Ӗнер МИХсенче Юрий Исаева вӗренӳ институчӗн ректорне лартасси пирки хыпар тухрӗ. Паллах, паянхи сӑмах Юрий Николаевич ҫинчен мар пулӗ. Калаҫу чӑваш чӗлхи пирки. «Правда ПФО»-ри комментарисене вуланӑ хыҫҫӑн ман пӗр шухӑш кӑна ҫуралать: эпир, чӑвашсем, хамӑр чӑваш чӗлхипе, мӗн, выльӑхран та япӑхрах-им? Чӑвашӗсем хӑйсен пуҫӗсене мӗнле кӑна ҫӗкле пуҫлаҫҫӗ, хӑйсен прависем пирки аса илтереҫҫӗ — вӗсене тӳрех е Китая (тӗслӗхрен, мана) е Турцие хӑвалаҫҫӗ. Акӑ пӗр шухӑша цитатӑлатпӑр: Тролли и провокаторы - враги Чувашского и Русского народов пытаются навязать чувашский шовинизЪм. Считающих себя тюрками, здуйте в Турцию, - откуда получаете свой гешефт. Чӑваш чӗлхи хӑшӗ-пӗришӗн вӑкӑра тарӑхтаракан хӗрлӗ пир пекех! Чӑвашӗ вырӑсла калаҫать, вырӑсла ҫырать пулсан — пит йӗркеллӗ, никамӑн та хирӗҫ сӑмах калама сӑлтав ҫуралмасть. Мӗнле кӑна чӑвашла калаҫа пуҫлать — тӳрех чӑваш шовинисчӗ, тӳрех Турцие ӑсанмалли ҫын. Мӗншӗн тесен хӑйсем пӗлекен чӗлхепе мар калаҫать, вӗсемшӗн ют чӗлхепе. |
Сумлӑ сӑмах
Чӑваш чӗлхи
Вулаканӑн кӗскен ҫырса пыни
«Сувар» хаҫатра 2018-мӗш ҫулхи пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнчи 11-мӗш номерӗнче Ренат Харис паллӑ тутар сӑвӑҫӑн «Мӗлке» публицистикӑллӑ поэмӑн чӑвашла куҫарӑвне чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай пичетленӗ. Ҫак илемлӗ литература произведенине тулли кӑмӑлпа вуласа тухрӑм. Поэмӑри содержани, пӗлтерӗшпе форма кирлӗ вырӑнтах. Литература илемлӗхӗ, гармони та чуна савӑнтарать. Публицистика, актуаллӑх, ҫивӗчлӗх — паянхи куншӑн паха пулни — питӗ паха. Хальхи вӑрҫӑлла ҫулсенче, 2014-мӗш ҫулта пуҫланӗ Украинӑри Донбассра, Сири ҫӗршывӗнче, эпир пурте пӑшӑрханатпӑр, кулянатпӑр. Сӑлтавӗ — Тӗнчере ҫӗнӗ Сивӗ вӑрҫӑ пырать. Часах Виҫҫӗмӗш Тӗнче Вӑрҫи тухма пултарать. Ҫакӑ ан пултӑр тесе автор питӗ тӗрӗс, ҫивӗч ҫырать. СССР вӑхӑтӗнче, тен, 1970-1980-мӗш ҫулсенче, ҫак ҫинчен чаплӑ совет, вырӑс сӑвӑҫ Андрей Вознесенский сӑвӑсем ҫырнӑ. Унӑн йӗркисем халь те асра: «Девять, восемь, семь, один, Йоко Оно, Грэхэм Грин». Тата ядерлӑ ракетӑсем ҫинчен: «... И вырву кнопку с проводами!» … Ренат Харисӑн ҫӗнӗ поэмине пирӗн чаплӑ чӑваш сӑвӑҫ Валери Туркай питӗ ӑста куҫарнӑ. |
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑраймӗ Пире атте-анне тӑван чӗлхене вӗрентет. Анчах та тӑван чӗлхе атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑма пултараймасть. Хальхи саманара ҫакӑ пушшех те тӗрӗс. Акӑ эпир чӑвашла калаҫатпӑр, ҫыратпӑр, вулатпӑр. Ҫак япала хӑшне-пӗрне хӑйне хӑй пулса пырать пек туйӑнать пулмалла. Анчах та ку пачах та апла мар. Тӗнчере нимӗн те хӑйне хӑй, хӑй еккипе пулса пымасть. Пурин те хайӗн йӗрки пур. Эпир ҫакнашкал хамӑр чӗлхепе усӑ курассишӗн нумай-нумай ҫын тар кӑларса тӑрӑшнӑ. Атте-анне ҫеҫ мар! Тӑрӑшнӑ вӗрентевҫӗсем, методистсем, чиновниксем, политиксем, ҫыравҫӑсем, мусӑкҫӑсем, ӑславҫӑсем... Пинӗ-пинӗпе! Ҫавсем тӑрӑшман пулсан паян ним те пулас ҫукчӗ. Чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑраймӗ Ӗнтӗ миҫемӗш ҫул ӗнтӗ пирӗн пуҫа минретеҫҫӗ: ятарласа патшалӑх тӑрӑшни ним тума та кирлӗ мар, ашшӗ-амашӗ чӑвашла вӗренткелени те ҫитӗ! |
Чӑваш чӗлхи
Унчченхи ҫулсенчи ырӑ йӑлана тӑсса пӗтӗм чӑваш диктантне кӑҫал та ҫырӑпӑр. «Чӑваш чӗлхи кунне тата И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗ, «Хыпар» хаҫат редакцийӗ, Чӑваш наци радиовӗ, Чӑваш наци телекуравӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ акци ирттересси ҫинчен пӗлтереҫҫӗ», — хыпарланӑ ӗнер ЧПГӐИ. Диктант ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче чӑвашсем пурӑнакан тӗрлӗ вырӑнти ял-хулара иртмелле. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ кӑҫалхи диктант тексчӗн конкурсне ирттерет. Текстра 160-а яхӑн сӑмах ҫеҫ пулмалла. Вӗсене ҫырупа е электронлӑ почтӑпа ҫитерме пулать. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсем: 45-07-87, 45-02-58, 45-06-26; e-mail: human2000@yandex.ru. Институт адресӗ: 428015, Шупашкар хули, Мускав проспекчӗ, 29/I, ЧПГӐИ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑваш чӗлхи
Кӗҫех манпа сирӗн патшалӑх ертӳҫине суйлама тивӗ. Халӑха ертсе пырассине малашне кама шанса парасси пирки пуҫ ватмалла пулӗ. Кун пирки хулипех реклама баннерӗсем пӗлтереҫҫӗ, суйлама хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ. «Выбираем президента — выбираем будущее!» — тесе чӗнеҫҫӗ. Мӗншӗн-ха ҫак баннерсем йӑлт вырӑсла? Мӗншӗн-ха ҫак йыхравсенче пӗр чӑваш сӑмахӗ те ҫук? Кун пирки пирӗн сайтра хыпар та пурччӗ-ха. Мӗншӗн вырӑсла кӑна тесе ыйтсан ЧР Тӗп суйлав комиссийӗн ҫыруҫи Сергей Тарасов ҫапла хуравланӑччӗ: «Халӗ федерацин суйлав кампанийӗ пырать. Ӑна РФ Тӗп суйлав комиссийӗ йӗркелет, ҫавӑнпа пӗтӗм материала, пӗлтерӳсене, видео- тата аудиороликсене Мускавра хатӗрлеҫҫӗ, эпир вӗсен трансляцийӗсене тивӗҫтеретпӗр. Енчен те регион шайӗнчи суйлав пулас-тӑк информаци материалӗсене эпир хамӑрах хатӗрлӗттӗмӗр, ҫав шутрах — чӑвашла та». «Выбираем президента — выбираем будущее!» тенине чӑвашла куҫарсан «Президента суйлани — пуласлӑха палӑртни!» теме пулать. Апла-тӑк, президента суйлама пире вырӑсла ҫеҫ чӗнеҫҫӗ пулсан хамӑр пуласлӑха пуҫлӑхсем вырӑс чӗлхипе кӑна ҫыхӑнтарнине пӗлтермест-и ку? |
Чӑваш чӗлхи
Нумаях пулмасть Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗн Геннадий Дегтярёвӑн «Тӑван чӗлхе культури» кӗнеки кун ҫути курнӑ. Ӑна асӑннӑ институтӑн Ӑслӑлӑх канашӗ йышӑннипе пичетленӗ. Тӑван чӗлхене юратакансемшӗн, унпа тӗрӗс пуплеме тата ҫырма ӑнтӑлакансемшӗн ку вӑл чӑннипех те хаклӑ ӗҫ. Монографин ум сӑмахӗнче автор палӑртнӑ тӑрӑх, «чӑваш ӑслӑлӑхӗшӗн чӗлхе культурин ыйтӑвӗсем яланах ҫивӗч пулнӑ». Маларах хаҫат-журнал чӗлхи пирки, стилистикӑпа лексика тата орфографипе орфоэпи ыйтӑвӗсемпе, куҫару чӗлхи ҫинчен кӗнекесем тӑтӑшах пичетленнӗ, ӑслӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗсем иртнӗ. Унтанпа Атӑлта сахал мар шыв юхса иртнӗ. Чӗлхе пӗр вырӑнта тӑмасть. Геннадий Дегтярёв шухӑшланӑ тӑрӑх, «хальхи пуплевӗн тӗп уйрӑмлӑхӗ - вариантлӑхпа дублетлӑх хунаса кайни, пӗр ӑнлавах ӑрасна ятпа палӑртма хӑтланни». Геннадий Дегтярёвӑн монографийӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти урамсен, Шупашкрати урам-тӳремӗн, тӗп хулари кӗперсен, Шупашкар йышӗнчи ял-поселок урамӗсен ячӗсемпе паллаштарнӑ. Адресӑн пӗтӗмӗшле элеменчӗсем те пур унта, магазинри вывескӑпа кӑтартмӑшсен тӗслӗхӗсем те, техникумсемпе училищӗсен ячӗсем те тата ытти паха материал та. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Пире атте-анне тӑван чӗлхене вӗрентет. Анчах та тӑван чӗлхе атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑма пултараймасть. Хальхи саманара ҫакӑ пушшех те тӗрӗс. Акӑ эпир чӑвашла калаҫатпӑр, ҫыратпӑр, вулатпӑр. Ҫак япала хӑшне-пӗрне хӑйне хӑй пулса пырать пек туйӑнать пулмалла. Анчах та ку пачах та апла мар. Тӗнчере нимӗн те хӑйне хӑй, хӑй еккипе пулса пымасть. Пурин те хайӗн йӗрки пур. Эпир ҫакнашкал хамӑр чӗлхепе усӑ курассишӗн нумай-нумай ҫын тар кӑларса тӑрӑшнӑ. Атте-анне ҫеҫ мар! Тӑрӑшнӑ вӗрентевҫӗсем, методистсем, чиновниксем, политиксем, ҫыравҫӑсем, мусӑкҫӑсем, ӑславҫӑсем... Пинӗ-пинӗпе! Ҫавсем тӑрӑшман пулсан паян ним те пулас ҫукчӗ. Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫри Лебедевсен килйышӗ Ӗнтӗ миҫемӗш ҫул ӗнтӗ пирӗн пуҫа минретеҫҫӗ: ятарласа патшалӑх тӑрӑшни ним тума та кирлӗ мар, ашшӗ-амашӗ чӑвашла вӗренткелени те ҫитӗ! |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |